Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ». Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр. сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ. Ун чухне Турра пӗлес теменнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнас теменнисене вутланакан ҫулӑмра тавӑру пулӗ. Вӗсене Христос Хуҫамӑртан тата Унӑн хӑватлӑ мухтавӗнчен яланлӑхах уйӑрса ӗмӗрлӗх вилӗмпе айӑпланмалла тӑвӗҫ. Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр. Вилнисенчен ыттисем вара пин ҫул иртмесӗр те чӗрӗлсе тӑмарӗҫ. Ҫакӑ малтанхи хут чӗрӗлсе тӑни пулчӗ.
Выбор основного перевода