Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫапла вара, пӗр ҫын урлӑ тӗнчене ҫылӑх килнӗ, ҫылӑхпа пӗрле – вилӗм. Пӗр ҫынна пула пурте вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пурте ҫылӑха кӗнӗ. Пӗри ҫылӑх тунӑшӑн пурте айӑпа юлнӑ пулсан, пӗри тӳрӗ ӗҫ тунӑшӑн та пурӑнмашкӑн пурте тӳрре тухӗҫ. Эпир пӗлетпӗр: ҫӗр ҫинчи пирӗн пӳрт, ҫак хӳшӗ, аркансассӑн, тӳпере пирӗн алӑпа туман, Турӑ хатӗрленӗ ӗмӗрлӗх кил-ҫурт пур. Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр. Анчах та тумланнӑ ҫинчех пирӗн ҫарамас юлас марччӗ. Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр. Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ. Ӗнтӗ эпир яланах хастар кӑмӑллӑ. Ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне Хуҫамӑртан аякра пулнине пӗлетпӗр – эпир хамӑр куҫ мӗне курнипе мар, чунӑмӑр мӗне ӗненнипе пурӑнатпӑр – ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр.
Выбор основного перевода