Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп». Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ. Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран! Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ. Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».
Выбор основного перевода