Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара Иисус йӗри-тавралла пӑхса илсе Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!» Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Анчах та Иисус вӗсене татах ҫапла каланӑ: «Ачамсем, пуянлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр! Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлрах». «Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – шалт аптӑранипе пӗр-пӗринпе калаҫнӑ вӗренекенӗсем. Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, анчах та Турӑ тӑваять, мӗншӗн тесен Турӑ пурне те пултарать». «Тӑвӑр хапхапа кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗме тӑрӑшӗҫ, анчах кӗреймӗҫ.
Выбор основного перевода