Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ. Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ. Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх, кӗлеткесене пуҫҫапни, тухату, вӑрҫу-хирӗҫӳ, харкашу, кӗвӗҫӳ, кӑра ҫилӗлӗх, ятлаҫу, тавлашу, илӗртӳ, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен пайланса кайни, курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ. Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ, йӑвашлӑх, чараклӑх. Ҫаксене саккун сивлеймест. Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.
Выбор основного перевода