Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
„Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ. Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пынӑ та ҫав ӗҫех тума хушнӑ. „Юрӗ, аттем“, – тенӗ ывӑлӗ, анчах хӑй кайман. Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ. «Мӗншӗн эсир Мана: „Эй, Хуҫамӑр! Хуҫамӑр!“ – тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара Эпӗ вӗрентнӗ пек тумастӑр? Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп». Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем. (Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ. Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ. Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, вӗсем хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ кӑна. Эсир вара ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем пулӑр. Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан. Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.
Выбор основного перевода