Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та каччӑ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“. «Вӗрентекен! – тенӗ ҫавӑн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна тӗл пултӑмӑр, анчах хамӑрпа пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чартӑмӑр». «Вӗрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳремен пирки эпир Ӑна чартӑмӑр», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне Иоанн. Этем чӗлхипе калаҫсан та, ангел чӗлхипе калаҫсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ – янӑракан чан е чӑнкӑртатакан кимвал ҫеҫ. Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
Выбор основного перевода