Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Моисей саккунӗпе пророксен сӑмахӗ пӗтӗмпех ҫак икӗ пил-хушу ҫинче никӗсленсе тӑрать». Ҫынсене хӑвӑрпа мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Хире-хирӗҫле юратулӑх тивӗҫӗсӗр пуҫне, никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр. Ҫынна юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать. Мӗншӗн тесен «мӑшӑрна ан ултала», «ан вӗлер», «ан вӑрла», «судра суйса ан пӗлтер», «ҫынӑнне ан хапсӑн» текеннисен тата ытти пил-хушусен тӗшши ҫак сӑмахсенче: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». Юратулӑх ҫывӑх ҫынна усал тумасть. Ҫапла вара, юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать. Мӗншӗн тесен пӗтӗм саккунӑн тӗш сӑмахӗ ҫакӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
Выбор основного перевода