Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярать, ҫав ӑна мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑратать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать». Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать». Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла. Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар. уйӑрӑлас пулсассӑн, урӑх качча каймалла мар е упӑшкипех килӗшӳ тупмалла. Упӑшкин те арӑмне пӑрахмалла мар. Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар. Ӗненекен арӑм та, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗпе пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр. Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.
Выбор основного перевода