Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Арҫын хӗрарӑмпа ҫывӑрса курмасан аванрах тесе ҫырнӑччӗ эсир ман патӑма. Кунта ҫакна каламалла. Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки. Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла. Мӑшӑрланманнисене, мӑшӑрсӑр юлнисене вара хам пек хӑраххӑн пурӑнни аванрах тетӗп. Чӑтаймаҫҫӗ пулсан, авланччӑр. Аскӑн шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен авланни аванрах.
Выбор основного перевода