Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар. Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.
Выбор основного перевода