Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Аскӑн хӗрарӑмпа ҫыхланакан унпа пӗр ӳт-пӳ пулнине эсир пӗлместӗр-им? «Иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ-ҫке-ха Ҫырнинче. Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӳт-пӗвне юратман, курайман ҫын ҫук. Хуҫамӑр Хӑйӗн Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех, этем те хӑйӗн ӳт-пӗвне тутӑ та ӑшӑ усрать. Эпир вара – Унӑн ӳчӗпе шӑм-шакӗнчен пулнӑ Унӑн Ӳт-пӗвӗн пайӗсем. «Ҫавӑнпа та этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ Ҫырнинче. Ҫакӑ питӗ пысӑк вӑрттӑнлӑх; ҫак сӑмахсене Христоспа Чиркӳ пирки те каланӑ тесшӗн эпӗ.
Выбор основного перевода