Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус патне пӗр ҫын пынӑ. «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла-ши?» – тенӗ вӑл. Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.
Выбор основного перевода