Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«„Хӑвна ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ. Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». Мӗншӗн тесен «мӑшӑрна ан ултала», «ан вӗлер», «ан вӑрла», «судра суйса ан пӗлтер», «ҫынӑнне ан хапсӑн» текеннисен тата ытти пил-хушусен тӗшши ҫак сӑмахсенче: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». Мӗншӗн тесен пӗтӗм саккунӑн тӗш сӑмахӗ ҫакӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
Выбор основного перевода