Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах. Сана аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа чӑлаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. Сана уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа уксаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Выбор основного перевода