Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех. Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ». Унтан вӗсем тепӗр яла кайнӑ. Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус. Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ. Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.
Выбор основного перевода