Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. Хӑвӑр хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ. Анчах сирӗн хушшӑрта апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. Эсир унашкал ан пулӑр. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, хуҫи те тарҫӑ пек пултӑр. Ӗнтӗ Туррӑн вӑй-хӑватлӑ алли умӗнче пуҫӑрсене тайӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн Вӑл сире ҫӳле ҫӗклӗ.
Выбор основного перевода