Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн. Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна ҫапла каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». Ҫавӑнта темиҫе саккун вӗрентӳҫи ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?» Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр? Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме? Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: Хӑвӑра хӑвӑр астуса пурӑнӑр. Тӑвану сан умӑнта ҫылӑха кӗрсен эсӗ ӑна йӑнӑшне кӑтарт; ӳкӗнет пулсан каҫар. Вӑл сан умӑнта кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, ҫичӗ хут пырса: „Ӳкӗнетӗп“, – тесен, каҫар ӑна».
Выбор основного перевода