Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн». Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ». Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ». Иисус аллипе сӗртӗнтӗр тесе Ун патне ҫынсем пӗчӗк ачисене те илсе пынӑ; ҫавна курсан вӗренекенӗсем вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. Анчах та Иисус, ачасене Хӑй патне чӗнсе илсе, вӗренекенӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».
Выбор основного перевода