Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр». Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех. Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ. Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать. Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ. Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.
Выбор основного перевода