Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?» Анчах та Иисус, ҫак сӑмахсене илтсенех, синагога пуҫлӑхне: «Ан хӑра, ӗнен кӑна», – тенӗ. Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать». Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр? Енчен те эсир Моисея ӗненес пулсан, Мана та ӗненӗттӗр, мӗншӗн тесен вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, ӑҫтан-ха Ман сӑмахӑмсене ӗненӗр?»
Выбор основного перевода