Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. «Эп каланине пурте мар, кама Турӑ ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнланӗ, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. Унтан хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа та Эпӗ сире Аттем пулӑшмасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ тесе каларӑм». Пире вара ҫавна Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать. Ҫапла вара, ӗненекенсен пурин те пире Христос тарҫисем, Турӑ вӑрттӑнлӑхӗн управҫисем вырӑнне хумалла. Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр. Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп. Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та. Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.
Выбор основного перевода