Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ. Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ. Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрӗ. Сурӑхӗсене Вӑл Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне вырнаҫтарӗ. Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр. Мӗншӗн тесен Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр, ӑш хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр, ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнтӑр. Тумтир кирлӗ чухне Мана тумлантартӑр, чирлӗ чухне Мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне те Ман патӑма пырсах тӑтӑр“. Вара сӑваплисем Ӑна ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр, ҫиессӳ килнине курса хӑҫан эпир Сана ҫитертӗмӗр? Е ӗҫессӳ килнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр? Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӑҫан хӑна пек йышӑнтӑмӑр? Тумтир ҫителӗксӗррине курса хӑҫан тумлантартӑмӑр? Эсӗ чирлине, тӗрмерине курса хӑҫан Саншӑн тӑрӑшрӑмӑр?“ „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“. Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран! Мӗншӗн тесен ҫиессӗм килсен эсир Мана ҫитермерӗр, ӗҫессӗм килсен Мана ӗҫтермерӗр. Ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнмарӑр, тумтир кирлӗ чухне тумлантармарӑр. Эпӗ чирлӗ чухне, тӗрмере чухне Маншӑн тӑрӑшмарӑр“. Вара вӗсем те ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр! Санӑн ӗҫессӳ, ҫиессӳ килнине е ҫул ҫӳренине, е тумтирсӗррине, е чирлине, е тӗрмерине эпир хӑҫан куртӑмӑр, хӑҫан Сана пулӑшмарӑмӑр?“ „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“. Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Выбор основного перевода