Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх, халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ. Ӑслӑран та Ӑслӑ Пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь. Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ. Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ. Турӑ шухӑшӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва вӑрттӑнлӑх пулса упраннӑ, халӗ вара Ӑна ӗненекенсемшӗн вӑл уҫӑлнӑ.
Выбор основного перевода