Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. Кам Манра мар, ҫавна турата касса пӑрахнӑ пек касса пӑрахӗҫ те, вӑл типсе кайӗ. Типӗ туратсене вара пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ. Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ. Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ.
Выбор основного перевода