Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫӳлти Патшалӑхра пулма ҫуралнисене вара тулаш сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ». Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. Вара патша тарҫисене ҫапла каланӑ: „Ҫакӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула, тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине икӗ питлисемпе пӗрешкелех татса парӗ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн. Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ. Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.
Выбор основного перевода