Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ. Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла. Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван ҫырса хӑварнӑ: „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“. Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр». Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им? Анчах та Иисус тата ҫапла каланӑ: «Сире те, саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хуратӑр, анчах та хӑвӑр пӳрнӗре те хускатмастӑр. Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар.
Выбор основного перевода