Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ. «Епле-ха смоква йывӑҫҫи пӗр самантрах хӑрса ларчӗ?» – тенӗ вӗсем. Вӗсем ҫынсен ӗнси ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ, анчах та хӑйсем пӳрнине те хускатасшӑн мар. Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ. Анчах та, Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Мана куртӑр, ҫапах та ӗненместӗр. Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп. Уявӑн юлашки, аслӑ кунӗнче Иисус ура ҫине тӑрса пурте илтмелле ҫапла каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр. Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр?
Выбор основного перевода