Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар. Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ. Чаплисене пӑрахӑҫ тумашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, мӗскӗннисене, ним тӗшне тӑманнисене суйласа илнӗ. Ҫакна Турӑ Хӑйӗн умӗнче никам та мӑнкӑмӑлланса ан мухтантӑр тесе тунӑ.
Выбор основного перевода