Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ. Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тыттарса тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ. Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ. Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем. «Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ. Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.
Выбор основного перевода