Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Чӑн калатӑп сире: пророксемпе тӳрӗ пурӑнакансем нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ». Ҫав ҫӑлӑнӑҫ хӑҫан тата епле килессине пророксемех тӗплӗн тишкерсе тӗпченӗ. Эсир илес ырӑлӑх ҫинчен вӗсем малтанах каласа хунӑ. Христос курас асапсем ҫинчен, кайран Вӑл мухтава тухасси ҫинчен Христос Сывлӑшӗ пророксем урлӑ малтанах пӗлтернӗ. Вӗсем ҫакӑ хӑш вӑхӑтра, мӗнлерех пуласса пӗлме тӑрӑшнӑ. Пророкла каланисем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн пулнине Турӑ пророксене уҫса панӑ. Ҫӳлтен аннӑ Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем халӗ сире ҫавӑн ҫинченех ӳкӗтлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫӳлти ангелсем те ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлесшӗн.
Выбор основного перевода