Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Тӑвӑр хапхапа кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗме тӑрӑшӗҫ, анчах кӗреймӗҫ. Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет. Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ. Самуилтан пуҫласа унран кайранхи мӗн пур пророксем ҫак кунсем ҫитессе пурте малтанах пӗлтернӗ. Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.
Выбор основного перевода