Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать». «Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать». вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ». Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть. Мана йышӑнман ҫын Мана кунта Яракана йышӑнмасть». Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать». Ӳт-пӗвӗм халсӑрришӗн ун чухне эсир мана тиркеме май пур ҫӗртех тиркемерӗр, манран йӗрӗнсе пӑрӑнмарӑр. Эсир мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пекех, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пекех йышӑнтӑр.
Выбор основного перевода