Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр. Ҫавӑнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и? Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла» тата «Ӗҫлекен ҫын тӳлев илме тивӗҫлӗ» (Саккуна астутарни 25:4; Лука 10:7).
Выбор основного перевода