Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Ҫук, – тетӗп сире, – Эпӗ уйӑрма килнӗ.
Паянтан ӗнтӗ, пӗр килте пилӗк ҫын пулсан, вӗсем икӗ пая уйӑрӑлӗҫ: виҫҫӗшӗ – иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ.
Ашшӗ – ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ. Амӑшӗ – хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ. Хунямӑшӗ – кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ».