Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус. Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ. Сутаканӗ вӗсемпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ. Эсир Ӑна ярса тытӑр та хуралласа илсе кайӑр». Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон, Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ. Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот, Симон ывӑлӗ, ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: Пурте мар тесе Вӑл Хӑйне тытса паракана малтанах пӗлнӗрен каланӑ. «Ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ», – тавӑрнӑ Иисус. Унтан Вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ. Иисус унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах ҫӳрекеленӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑн пирки Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ. «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ.
Выбор основного перевода