Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапах та калатӑп сире: суд кунӗнче Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ». Калатӑп сире: суд кунӗнче Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ». Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ». Турра хисеп туманнисемшӗн ӳлӗмрен тӗслӗх пултӑр тесе, Вӑл Содомпа Гоморра хулисене тӗп тумашкӑн айӑпланӑ, ҫунтарса янӑ. Тата эпӗ сире Содомпа Гоморра хулисем ҫинчен, ҫак хуласем пекех ҫут ҫанталӑка хирӗҫлесе асса пурӑнакан таврари ытти хуласем ҫинчен асилтерес тетӗп. Вӗсенчен тӗслӗх илекен ан пултӑр тесе Турӑ вӗсем ҫине сӳнми вут асапне янӑ.
Выбор основного перевода