Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ. Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. Вӗсенчен вун иккӗшне Иисус Хӑйпе пӗрле пулмашкӑн, вӗрентме ямашкӑн, чиртен сыватмашкӑн тата усалсене хӑваласа кӑлармашкӑн хӑват илччӗр тесе суйласа лартнӑ. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ; Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать; Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ. Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ. Тул ҫутӑлсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе вӗсенчен вун иккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостол ятне панӑ. Вӗсем ҫаксем: Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон, Иаков ывӑлӗ Иуда тата Иуда Искариот. Ҫакскер кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ. Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ. Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет. Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ. Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ. Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен». Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп. Хӑй патне Нафанаил пынине курсан Иисус каланӑ: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, вӑл ултав мӗнне те пӗлмест». «Эсӗ мана ӑҫтан паллатӑн?» – тесе ыйтнӑ Нафанаил. «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, смоква йывӑҫҫи айӗнче тӑнӑ чухнех куртӑм», – тавӑрнӑ Иисус. «Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил. Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.
Выбор основного перевода