Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те». Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ. «Асту, никама та ним те ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та ху тасалнӑшӑн Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ». Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать. Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ.
Выбор основного перевода