Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ. Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ. Ҫавӑнта Иисус патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ҫав ҫын ҫине аллине хума тархасланӑ. Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?» Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ. Хӑй патне Анания ятлӑ пӗр ҫын пырасси, ҫав ҫын алӑ хурсассӑн тин куҫӗ куракан пуласси ӑна ӗнтӗ курӑнчӗ». Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ».
Выбор основного перевода