Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ. Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ. Вӗсенчен пӗри хӑй сывалнине курсанах хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла тавӑрӑннӑ. Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ. «Эсир вуннӑн юхан-суранран тасалмарӑр-и? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. – Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем мӗншӗн Турра мухтама тавӑрӑнмарӗҫ?» Унтан Иисус ӑна: «Эсӗ тӑрса каях, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ», – тенӗ. «Ҫылӑхлӑ-и Вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и – пӗлместӗп, – тавӑрса каланӑ хайхи, – пӗр ҫакна кӑна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп». Енчен те эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисуса Хуҫамӑр тесе йышӑнатӑн пулсан, чӗрӳпе Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине ӗненетӗн пулсан – ҫӑлӑнӑн. Мӗншӗн тесен тӳрре тухмашкӑн – чӗререн ӗненмелле, ҫӑлӑнмашкӑн – ӗненӳ ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа уҫҫӑн каламалла.
Выбор основного перевода