Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: «Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Манӑн ӑна кайса вӑратмалла». «Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем. – Ҫывӑрать пулсассӑн эппин сывалӗ-ха». Иисус вӗсене Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ. Вӗренекенӗсем вара ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шухӑшланӑ. Вара Иисус тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ. Павел анчӗ те, ҫамрӑк ҫын ҫине пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ. «Ан кулянӑр, – терӗ вӑл, – унӑн чунӗ тухман-ха!» «Эй, вилӗм! Ӑҫта санӑн сӑнну? Эй, тамӑк! Ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» Вилӗм сӑнни – ҫылӑх, ҫылӑх вӑйӗ вара саккунранах килет. Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ пире ҫӗнтерӳ панӑшӑн тавах Турра!
Выбор основного перевода