Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ. Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ. Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та канӑҫлӑн кайӑрах». Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. сирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна мӗн кирлине памасӑрах: «Канӑҫлӑ каях, ӑшӑн тата ҫисе тӑран», – тенинчен мӗн усси?
Выбор основного перевода