Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ. Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн, Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ; Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей, Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.
Выбор основного перевода