Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?» Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ. Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ. «Ӑҫта сирӗн ӗненӗвӗр?» – тенӗ вара вӗсене Иисус. Вӗренекенӗсем хӑраса-тӗлӗнсе пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫнӑ: «Кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та хушать те – вӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
Выбор основного перевода