Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать. Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ. Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ. Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“ „Темле тӑшман хӑтланнӑ ҫавна“, – тенӗ хуҫи вӗсене. „Ҫумлаттарас теместӗн-и, эпир кайса ҫумлатпӑр“, – тенӗ чурисем. „Ҫук, ҫум курӑкне ҫумланӑ чух унпа пӗрле тулли те тӑпӑлӗ, – тенӗ хуҫи. – Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“». Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ. Вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акаканӗ – Этем Ывӑлӗ. Ана вара тӗнчене пӗлтерет, лайӑх вӑрлӑх – Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене, ҫум курӑкӗ шуйттана парӑннисене пӗлтерет. Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ. Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ. Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ. Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
Выбор основного перевода