Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тинӗс хӗррине кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Галилейӑра, Иудейӑра, Иерусалимра, Идумейӑра тата Иордан леш енче пурӑнакан темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем пирки сӑмах сарӑлнӑран унта Тирпа Сидон таврашӗнчи ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тинӗс хӗррине кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Галилейӑра, Иудейӑра, Иерусалимра, Идумейӑра тата Иордан леш енче пурӑнакан темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем пирки сӑмах сарӑлнӑран унта Тирпа Сидон таврашӗнчи ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ. Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ. Вӑл кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинчен тухса сӗреке-тетелӗсене ҫуса тӑнӑ. Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ.
Выбор основного перевода