Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем саланса кайӗҫ“. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, сурӑхӗсем саланса кайӗҫ“. Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм. Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.
Выбор основного перевода