Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ». „Ҫак халӑха ҫапла кайса кала: эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. Мӗншӗн тесен ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“. Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тултарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, Сывлӑшшӑн пурӑнакансем вара Сывлӑш ыйтнине тивӗҫтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ӳт-пӳ туртни – вилӗм, Сывлӑш ыйтни – чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх. Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ. Вӗсем паян кунчченех курми куҫлӑ, илтми хӑлхаллӑ». Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.
Выбор основного перевода