Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вара Иисус вӗренекенӗсене, – пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме питӗ йывӑр. Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». Вара Иисус йӗри-тавралла пӑхса илсе Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!» Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Анчах та Иисус вӗсене татах ҫапла каланӑ: «Ачамсем, пуянлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр! Унтан Вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, пуянлӑха ан хапсӑнӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ пурлӑх нумаййинчен килмест». Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырӑ питӗ ӑнса пулнӑ. Вара вӑл: „Ман ӗнтӗ мӗн тӑвас-ши? Вырса пуҫтарнӑ тырра усрама вырӑн ҫитмест“, – тесе шухӑшланӑ. Унтан ҫапла шут тунӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп. Ампарсене пӑсса пысӑкраххисем туса лартӑп. Вара пӗтӗм тырра, мӗн пур пуянлӑха ҫавӑнта пуҫтарса хурӑп. Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп. Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Эй, ӑссӑр! Кӗҫӗрех сан чунна илӗҫ. Эсӗ хатӗрлесе хуни кама юлӗ?“ Турӑ умӗнче сумлӑ пулас вырӑнне хӑйшӗн мул пухакан кашни ҫынпах ҫапла пулӗ». Иисус вара, вӑл салхуланнине курса, ҫапла каланӑ: «Пуянсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле йывӑр! Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.
Выбор основного перевода